Ӗнер республикӑн Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерстви тата ведомство ҫумӗнчи Общество канашӗн пӗрлехи ларӑвӗ иртнӗ. Унта иртсе кайнӑ ҫулталӑка тишкернӗ, малашлӑхри плансене палӑртнӑ.
Ларура клубсене, культура ҫурчӗсене, вулавӑшсене юсанине палӑртса хӑварнӑ. 2018-2020 ҫулсенче Элӗк, Улатӑр, Патӑрьел, Йӗпреҫ, Куславкка, Канаш, Хӗрлӗ Чутай, Ҫӗрпӳ, Сӗнтӗрвӑрри, Пӑрачкав, Етӗрне, Тӑвай районӗсенчи культура эткерлӗхӗн 21 объектне юсаса ҫӗнетнӗ.
Ҫав вӑхӑтрах ялсенчи культура учрежденийӗсен пултарулӑх йышне вӑйлатасси пирки калаҫнӑ. Ку ӗҫе район администрацийӗсен пуҫлӑхӗсемпе пӗрле тухса ирттермелле.
Кӑшӑлвирус сарӑлнипе кӗрешес енӗпе ӗҫлекен оперштабӑн паянхи черетлӗ ларӑвӗнче Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗн пуҫлӑхӗ Надежда Луговская коронавируспа чирлекенсен шучӗ ачасен хушшинче икӗ процент чакнине, 30-59 ҫулсенчи ҫынсен хушшинче ӳсме тытӑннине пӗлтернӗ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, чирлекенсен шучӗ яланхиллех Шупашкарта пысӑк пулин те ҫак хисеп юлашки вӑхӑтра кӑштах чакнӑ. Ҫӗмӗрле хулинче, Хӗрлӗ Чутай районӗнче ӳссе кайнӑ.
Ҫӗмӗрле хулин администрацийӗн граждан оборонипе чрезвычайлӑ лару-тӑру енӗпе ӗҫлекен пай пуҫлӑхӗ Алексей Кочнев ку эрнере 52 тӗслӗхе шута илнине асӑнса хӑварнӑ. Кил хуҫисем нумаях пулмасть Мускавран ӗҫлесе таврӑннӑ иккен.
Хӗрлӗ Чутай районӗнче шута илнӗ 22 тӗслӗхрен 10-шӗ — ватӑ ҫынсем.
«Чирленисенчен 6-шне стационара вырттарнӑ, ыттисем килтех сипленеҫҫӗ», — тенӗ район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Иван Михопаров.
Оперштаб ларӑвӗнче Етӗрне тата Тӑвай районӗсенчи тӑрӑма та тишкернӗ.
Чӑваш Енре кӑшӑлвируспа чирлекенсем нумайланнӑран хӑш-пӗр шкула карантина янӑ, теприсене дистанци мелӗпе вӗрентме тытӑннӑ.
Паян, чӳкӗн 27-мӗшӗнче, Вӑрнар районӗнчи, Хӗрлӗ Чутайри шкулсене тете Ҫӗмӗрлери шкул-интерната карантина хупма йышӑннӑ. Кун пирки Роспотребнадзор пӗлтерет.
Аса илтерер: чук уйӑхӗн 24-мӗшӗнченпе Шупашкарти тата Ҫӗнӗ Шупашкарти 9-11-мӗш классенче ӑс пухакан ачасем дистанци мелӗпе вӗренеҫҫӗ. Раштав уйӑхӗнче ку 6-8-мӗш классене те пырса тивме пултарӗ. Аслӑ шкулсенчи тата техникумсенчи студентсене те дистанционкӑна янӑ.
Пӗтӗмӗшле илсен, сывлӑх сыхлавӗн министрӗ Владимир Степанов пӗлтернӗ тӑрӑх, шкулсенче лару-тӑру йӗркеллех.
Хӗрлӗ Чутай районне куҫса ҫӳрекен флюорограф ҫитнӗ. Унта вӑл иккӗмӗш эрне ӗнтӗ ӗҫлет.
Республикӑн туберкулезпа кӗрешекен диспансерӗн ӗҫченӗсем район центрӗнчен аякра вырнаҫнӑ ялсене каяҫҫӗ. Хальлӗхе вӗсем Штанаш, Вӑрманкасси, Кӗрлев, Ҫӗнӗ Атикасси, Яманкасси, Кушлавӑш, Чурпай, Анат Ҫӗрпӳкасси, Акташ, Кивӗ Атикасси, Вырӑсушкӑнь, Сӗнтӗкҫырми тата ытти ялта пулнӑ.
Паян флюрограф Сӗренкасси, Калуккасси, Акчикасси, Шулю, Пӗрремӗш Липовка ялӗсенче ӗҫленӗ. Ыран, юпа уйӑхӗн 8-мӗшӗнче, Мишеркасси пӗтӗмӗшле практика врачӗн офисӗнче, юпан 9-мӗшӗнче Атнарти офисра пулӗ.
Ҫурла уйӑхӗн 31-мӗшӗнче Хӗрлӗ Чутай салинче пушар пулнӑ. Унта пассажирсене илсе ҫӳрекен автобус ҫуннӑ. Кун пирки Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтерет.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫулӑм рабочисен тимсӗрлӗхне пула тухнӑ. Вӗсем усӑ курман техникӑна каснӑ. Пушар юрӑхсӑра тухнӑ ПАЗ автобус ҫине те куҫнӑ.
Рабочисем пушара хӑйсем тӗллӗн сӳнтерме хӑтланнӑ, анчах кӑлахах пулнӑ. Пушарнӑйсене чӗнмех тивнӗ. Вӗсем ҫулӑма тӳрех сӳнтернӗ.
Журналист ҫум ҫумланинчен ним тӗлӗнмелли те ҫук-ха. Хӗрлӗ Чутай районӗнчи «Пирӗн пурнӑҫ» хаҫатӑн Инстаграмри страницинчи хыпарта район центрне тасатманни пирки каланӑ.
«Паян мана: «Ӳкерсе ҫӳреме ҫеҫ пӗлетӗн, ҫум курӑк пӑшӑрхантарать пулсан тыт та ҫумла», – терӗҫ. Эпӗ ҫумларӑм...», – ҫырнӑ постра.
Журналист Инстаграмра сторис вырнаҫтарнӑ хыҫҫӑн тепӗр пилӗк минутран Хӗрлӗ Чутай ял тӑрӑхӗнчи рабочисем ҫум ҫумлама тухнӑ...
Район центрӗн тӗп лапамне нумаях пулмасть ҫӗнетнӗ, илемлетнӗ. Анчах вӑл ҫӳп-ҫап айне пулма пуҫланӑ. Хӗвелҫаврӑнӑш вӑрри, усӑ курнӑ медицина маскисем ӑна илемсӗрлетеҫҫӗ. Ирпе вара ҫав лапама пӗрре пуҫтарнӑ...
Республика кунне уявланине Наци телекуравӗ пӗлтӗр те тӳрӗ эфирта кӑтартнӑччӗ. Кӑҫал юбилей – 100 ҫулхи. Кӑшӑлвирус ӑна малтан шухӑшланӑ пек анлӑн уявлама кансӗрлерӗ. Массӑллӑ мероприятисене ҫурла уйӑхне куҫарнӑ. Апла пулин те ыранхи кун хӑш-пӗр пулӑмпа асра юлӗ. Хӑшӗсене онлайн йӗркелӗҫ, хӑшӗсене Чӑваш Ен Наци телекуравӗ кӑтартӗ.
9 сехет те 30 минутра Хӗрлӗ Чутайӗнче Ҫӗнӗ урамра аллея тата Ҫӗнтерӳ лапамӗ уҫӗҫ. 21 сехетре Шупашкарти Хӗрлӗ лапама юсаса ҫӗнетнӗ хыҫҫӑн уҫӗҫ, ҫутӑ фонтанӗ те ӗҫлесе кайӗ.
15 сехетрен пуҫласа 17 сехетчен Аслӑ экономика канашӗн ларӑвне кӑтартӗҫ.
Мероприятисене YouTube видеохостингра та курма май килӗ. Наци радиовӗпе Тӑван радио та тӳрӗ эфира тухма палӑртаҫҫӗ.
Вӑрмар районӗнчи Пӑртас ялӗнче выльӑхӑн урнӑ чирне тупса палӑртнӑ. Асӑннӑ территорире ҫавна май паянтан карантин тесе йышӑннӑ. Хушӑва Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев паян алӑ пуснӑ.
Хӗрлӗ Чутай районӗнче тискер чӗрчунсен урнӑ чирне тупса палӑртнине Чӑваш халӑх сайтӗнче пӗлтернӗччӗ. Ҫавна май унта та карантин тесе йышӑннӑччӗ. Хушӑва Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев пуш уйӑхӗн 4-мӗшӗнче алӑ пуснӑччӗ. Элӗк районӗнчи Кармал ялӗнче чӗрчунсен урнӑ чирне тупса палӑртнӑ.
Каранти тесе йышӑннӑ тӑрӑхра йытӑсемпе кушаксен куравне йӗркелеме, чӗрчунсене зоопарка илсе каймашкӑн тытма, килти выльӑх-чӗрлӗхе сутма, кушаксемпе йытӑсене ял территорийӗнчен илсе тухма юрамасть.
Кӑҫал Республика кунӗ Шупашкарта тата Хӗрлӗ Чутай районӗнче иртесси пирки эпир сайтра хыпарланӑччӗ. Уяв ҫитмен-ха, ҫапах влаҫрисем ҫитес ҫул праҫнике хӑш муниципалитетра ирттересси пирки шутлама тытӑннӑ.
Строительство министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, хуласемпе ял-саласем заявкӑсене пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗччен пама пултарӗҫ. Конкурсра ҫӗнтернӗ муниципалитета уяв тӗлне хӑтлӑх кӗртмешкӗн 10 миллион тенкӗ уйӑрса параҫҫӗ. Ку укҫапа общество инфратытӑмне аталантарӗҫ.
Аса илтерер: кӑҫал Чӑваш автономине йӗркеленнӗренпе 100 ҫитет, уява ҫакӑнпа та ҫыхӑнтарӗҫ.
Пирӗн республикӑра «Чӑваш киновӗн эрни» акци иртӗ. Кун пирки «Чӑвашкино» патшалӑх киностудийӗ тата электрон документацин архивӗ пӗлтернӗ.
Чӑваш автономийӗн 100 ҫулхине халалланӑ ҫак мероприяти кӑрлач уйӑхӗн 24-мӗшӗнчен пуҫласа ҫӗртмен 24-мӗшӗччен пырӗ. Акци Улатӑрта паян уҫӑлнӑ. Вӑл ҫулла Хӗрлӗ Чутайӗнче хупӑнӗ.
Чӑваш киновӗн эрни вӑхӑтӗнче ҫутта кӑларакан фильмсене кӑтартма палӑртнӑ. Программӑра тулли метрлисем те, кӗске метрлисем те, документлисем те пулӗҫ. Кинона культура тата вӗренӳ учрежденийӗсенче кӑтартма палӑртнӑ.
Акцие пуҫараканӗсем — республикӑн Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерствипе «Чӑвашкино» патшалӑх киностудийӗ тата электрон документацин архивӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, -7 - -9 градус сивӗ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ленин Владимир Ильич, ХХ ӗмӗрти паллӑ политиксенчен пӗри вилнӗ. | ||
| Волков Леонид Валерьевич, экономика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, ӑслӑлӑх тата общество ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |